Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXI пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Хыпар асар-писер ҫӳрерӗ,
Вӑраххӑн ҫитрӗ Чӑваша.
Килсе ӗмӗтрине ҫӗклерӗ,
Кӑсӑклантарчӗ ял-йыша.
«Пулать, сӑмах пур, ҫӗн патша;
Ун ячӗ император Петӗр.
Кӑна кӗтӳҫӗ Ахматша
Ӗнер, теҫ, пасарта илтсе-тӗр».
Ашра хӗлхем-мӗн тивертмесӗр,
Иртмест пӗр сисӗм, пӗр хыпар.
Юлмарӗ шанчӑкне чӗртмесӗр.
Темне те курнӑ Шуршувар.

Ах, шанчӑк, шанчӑк... Вӑл сӳнсессӗн
Пурнас килни те нӳсленет;
Ӗмӗтленсе тӑни тӳнсессӗн
Юлать ҫын халсӑр — сӳсленет.
Ял-йыш пӗр шанчӑксӑр юлман,
Анчах шанни Ишут пулман.
Ишутӑн тӗллевне вӑл сисрӗ,
Ҫавна туйса унран халь писрӗ.
Ак, ҫавӑнпа та пухура
Ӗҫне-пуҫне унне сивлерӗ.
Пурмис тухма чӗнсен шура,
Сӑмах та юрӑхлӑн чӗнмерӗ.

Пурмис курать: ял-йыш хускалнӑ,
Ҫынсем ытла та кӑмӑлсӑр.
Шутлать вӑл: халӑха пӑтратнӑ,
Тытса чараймӑн тӑлӑсӑр.
«Ирпе, — тет, — ҫапӑр сарӑма
Парса татмашкӑн парӑма.
Куратӑп, кайнӑ иртӗнсе,
Асту, ан шыҫӑнтӑр ӗнсе».
Те пур кашнишӗн тур палли,
Те ҫын шӑпи ҫапла: хӗмленӗн...
Пит хытӑ пурнӑҫӑн алли —
Хӑв ирӗкпе хӑв йӗвенленӗн.

«Улпут тарҫи...» Ишут таптанӑ
Ҫын ирӗкне, ун тивӗҫне.
Анчах ун тимлӗхне туптанӑ,
Хӑйранӑ тимлӗхӗ хӗҫне.
Пусмӑрлани те мӑшкӑл; ҫав —
Чуралӑх, чухӑнлӑх сӑлтавӗ.
Ҫак пӑчӑхтаракан каҫа
Тӑсать чиркӳ те тӗн ултавӗ.
Ӑҫта-ши тарӑн тыткӑнран —
Йӗри-тавра йӑлт карталанӑ.
Ӑҫта-ши вырӑнӗ таланӑн,
Тен, ун йӑвийӗ ылтӑнра?

Хӑй хуҫине пурмис пӗлтерчӗ
Пуху мӗнле шавланине,
Ял-йыш мӗн-мӗн калаҫнине.
Ку Ишута пит ҫӗтӗлтерчӗ:
«Нимех те мар; ял-йыш — кӗтӳ;
Хӑш чух вӑл йытӑ пек лӑрккать...
Ӑна кӑтарт ҫеҫ чӑпӑркка,
Патак — вӗсемшӗн ӑн кӗртӳ».
Пурмис шутлать: «Йыш кӑмӑлне
Паян вӑл тӗрӗс хак памарӗ, —
Мӑнаҫлӑ тытнӑран туймарӗ
Пуҫланакан ҫил-тӑвӑлне».


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-05-04 21:44:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2590 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем